Стихи Победы
Стихи
Анатолий Малышев
У чувашского народа много традиций связанных с хлебом. Встречать дорогих людей с хлебом –солью, произносить клятву с хлебом в руках, провожая в солдаты или на войну призывник «начинал» хлеб. Хранился ломоть каравая в красном углу под образами и в нашей семье. Мы его называли «отцовским хлебом». Стихотворение посвящаю татарскому поэту Ренату Харису.Атте çăкăрě
Асра ман юлнă акă çакă:
Хěлхем яман чухне ăша,
Кил-йыш усратчě чěлě çăкăр
Усранă пек чунри ăшша.
Вăй-хал çукран куçа уçмасăр
Йěрсе лараттăм уласа:
-Çиес килет, тархасшěн парăр…
Мăян çăмахě те пулсан.
Айван ăспа та ăнланаттăм
Атте чěлличчě тěпелте.
Ăна пăхма та вăтанаттăм,
Атте пур пекехчě килте.
Ват асанне туртатчě чěлěм,
Сасси тухатчě чěтěрев:
-Аçу касса хăварнă чěлě
Ăна килмешкěн сěтěрет.
Куççуль тăкатчě шăпăр-шăпăр,
Хěрес хыватчě ман çине,
Ятне усранă чěлě çăкăр
Кěтетчě хăйěн хуçине.
Вар выççине çěнтереймесěр,-
Кăшланипе- ши çав чěлле,
Атте килмерě кайěлле?..
Хытса чулланнă чěлě çăкăр
Паян чун карчě пек пире.