Стихи Победы
Стихи
Валентин Урдаш
Валентин Урдаш(1924-1973)
Юрра юрату çуратать
Савнишěн эп пултăм сар каччă,
Тăшманшăн эп пултăм арслан;
Ун чух эп салтакчě, çартаччě
Çěре тăрмалатчě тăхлан.
Тăшманăн кунçулě ăнмарě,-
Вутра-и çунмарě тăшман!
Ман шанчăк вутра та çунмарě,-
Тен, эсě çунмашкăн хушман.
Виç хут та эп вилтěм, сывалтăм,
Юнпа чěнтěрлерěм юра.
Çěр хут та çěрпе эп хуплантăм,
Çук, çук, çěр хуплаймě юрра.
Тăшман алăма татса юлчě,
Пуçа касма тăчě тăшман.
Вут вăрçă чěрем çулне пӳлчě,
Чěремçěм вăл юрă вěт ман.
Пулать вăл - пуçа та касмашкăн,
Чармашкăн пулать чěрене.
Тăшманăн вăй çитмě чармашкăн,
Татмашкăн поэт юррине.
Поэт вăл-хăй пурнăç, хăй юрă,
Юрра юрату çуратать.
Апла-тăк, чěремçěм ман, курăр,
Сӳнми юрату çеç усрать.